Вӑл 1885 ҫулта ҫуралнӑ пулнӑ, 1939 ҫулта вилнӗ. Пурӑнасса Мускавра пурӑннӑ. Юлашки виҫ-тӑватӑ ҫулне Шупашкара килсе ҫӳременнипе эпӗ курман ӑна. Юман М. вӑтам пӳллӗ тӗреклӗ ҫынччӗ теҫҫӗ. Вӑл ҫивӗч публицист, нумай пӗлекен ҫын, ӑста писатель пулнӑ. Эпӗ ун повеҫӗ-калавӗ-драми-тӗрленчӗкӗсене яланах юратса вуланӑ. (Пуян чӗлхеллӗ Юман «очерк» сӑмаха чӑвашла ҫапла куҫарнӑ — тӗрленчӗк тенӗ).
Чӑваш культуришӗн паллӑ ҫын вӑл — Юман М. Ку вӑл унӑн литературӑри псевдонимӗ-ха. Чӑн хушамачӗпе ячӗ вара Петров Дмитрий Петрович. Писатель ҫуралнӑ Аслӑ Пӳркел ялӗ халь Тутар республикинчи Пӑва районне кӗрет. Ашшӗ-амӑшӗ ун ҫутта туртӑнакан чухӑн хресченсем пулнӑ. Хӑйсен ачисене вӗсем май пур таран вӗрентме тӑрӑшнӑ. Мӗтри, ачасенчен чи асли, ялти шкулта, Чӗмпӗрти Чӑваш шкулӗнче, Мускаври Шанявский университетӗнче вӗреннӗ. Лев Толстойпа, М. Горькипе ҫырусем ҫӳретнӗ. Кӗнекисене ҫӑмӑллӑнах икӗ чӗлхепе ҫырма пултарнӑ — чӑвашла, вырӑсла. Тата тепӗр икӗ чӗлхепе— нимӗҫле те французла — вӗсен илемлӗ литература произведенийӗсене вулама пӗлнӗ. Темиҫе хутчен Чӑваш республикинчи литература ӑмӑртӑвӗсенче премисем илме тивӗҫлӗ пулнӑ. (Сӑмахран, «Укӑлча касси» драмӑшӑн, «Колхоз новеллисем» циклӗшӗн, «Пурлӑх комиссарӗ» повеҫшӗн.)
Тӗнчере аллӑ тӑватӑ ҫул пурӑнса, виҫӗ вӑрҫӑпа виҫӗ революци витӗр тухнӑ Юман ҫыравҫӑ йӑнӑшнӑ та, тӳрленме тӗ хӑюлӑх ҫитернӗ. С.-р. (эсер) та пулса пӑхнӑ вӑл, националистла кӑлтӑксем те тунӑ. Хӑйӗн йӑнӑшӗсене йышӑнса, ҫырусем ҫырса кӑларнӑ. Чӑвашла хаҫат-журналсенче Юмана куҫкӗретех тӑшман тесе хӑртнине те вуланӑ эп. И. Д. Куэнецов критик ӑна, турра ӗненекен кӗлтунӑ пек, вӗҫӗмсӗр пӗр сӑмахпа питлетчӗ: националист, националист, националист, националист... Вӑл сӑмахпа айӑпланисене Сталин пуҫлӑхра ларнӑ ҫулсенче е пере-пере пӑрахнӑ, е чӗрӗллех тӗрме тӗпӗнче ҫӗртнӗ. Юман вӑл серепене ҫакланайман. Анчах пичетленме те ирӗк паман ӑна. Ун произведенийӗсем юлашки хут аллӑ ҫул ытла ӗлӗкрех ҫапӑнкаласа тухнӑ. Ун хыҫҫӑн ҫырнисем («Тӑвалла сулмакпа» роман, «Ҫӳллӗ пӑнчӑ» калав тата ыттисем) е ҫухалса пӗтнӗ, е ӑҫта та пулин пичетленмесӗр сапаланса выртаҫҫӗ. Мӗн пултӑр ӗнтӗ ӗҫлекен писательшӗн унтан йывӑрри?! Вилнисем, паллах, шарламаҫҫӗ-ха. Вӗсемшӗн эпир, чӗррисем, шухӑшламалла, вӗсен тивӗҫсӗр манӑҫа тухнӑ произведенийӗсене тупса, вулакан патне ҫитерме тӑрӑшмалла. Ҫавӑн пек авторсенчен пӗри пирӗн Юман Мӗтри ҫыравҫӑ.
Пӗр-пӗр кӗнекеҫӗ, тен, пире хирӗҫ ҫапла та калама пултарӗ: Юмана эсӗр ӑста, ӑста тетӗр те, хальхи куҫпа пӑхсан, ун повеҫӗ-калавӗсенче те ҫитменлӗхсем асӑрхама пулать-ҫке, — тенӗ. Паллах, ара. Камӑн ҫитменлӗхсем ҫук пулӗ вӑл! Пӗр 30-35 ҫулсем каялла чӑваш критикӗсен ҫеҫ пӗр кӑлтӑк та ҫукчӗ пулас, мӗншӗн тесен, вӗеем вӗҫӗмех ҫын ҫырнисенче шӑркасем шыраса ларатчӗҫ. Юманӑн хӑш-пӗр кӗнекине илсен, вӗсем чӑн та хальхи темиҫе хут редакциленӗ хыҫҫӑн ҫулласа тасатнӑ пек яп-яка пулса тухакан кӗнекесем ҫумӗнче редакцилемесӗрех кӑларнӑ евӗрлӗ те туйӑнма пултарӗҫ.
Тен, вӗсене 1930-мӗш ҫулсенче чӑнах та редакцилемен! Е редакцилеймен темелле-ши! Чӑваш чӗлхине такамран та ӑста пӗлекен чаплӑ Юман пырса панӑ алҫырӑвне редакцилесе якатас тесе, ун чухне кашниех хӑйса алӑ ҫӗклеймен пулӗ ҫав.
Тата чӗлхе тени вӑл калаҫнӑҫем, ҫырнӑҫем ҫивӗчленсе, уҫӑлса пырать-ҫке, ҫав чӗлхепех чылай вӑхат калаҫмасӑр, ҫырмасӑр пурӑн-ха, вӑл мӑкалма, хытма тытӑнать. Халӗ урапа-ҫуна, сухапуҫ-акапуҫ, ҫурла-ҫава пайӗсене аса илме хӑтланса пӑхӑр-ха — нуманӑшне манса пӗтнӗ эпир. Юрать, пирӗн иксӗлми пуянлӑх Н. И. Ашмарин словарӗ пур, ҫавӑ хӑтарать пире. Пирӗн кӳршӗсеннех — мари, удмурт, мӑкшӑ-ирҫе интеллигенцийӗн — ҫук ав ун пек пурлӑх. Анчах словарьпе ҫеҫ усӑ курни калаҫу чӗлхине пӗлни мар-ҫке вӑл. Хӑшпӗр авторӑн калавне-тӗрленчӗкне вулан та, таҫтанах вӑл словарьтен «ӗмсе» илни сисӗнсе тӑрать.
Ҫыравҫӑсем кашни хӑйне майлӑ тенине пӗлетпӗр-ха эпӗр. Писателӗн ҫырулӑх мелӗ-меслечӗ, вӑл тавралӑха курма пӗлни, произведенисен чӗлхи таранчченех пӗр-пӗринчен уйрӑм пулмалла-мӗн. Идея тӑрӑх ҫапла.
Апла тесен, сӑнарсӑр пӗрпек чӗлхепе ҫыракан, стандартлӑ шухӑшлакан литераторсене ӑҫта чикмелле! Ун пеккисем те пур-ҫке пирӗн.
Юрӗ, халлӗхе сӑмах вӗсем пирки мар-ха.
Пӗр писателех тӗрлӗ вӑхӑтра тӗрлӗрен ҫырни мӗнрен килет тата! Калӑпӑр, пурте савӑнса вулатпӑр, мухтатпӑр Н. писателе: чӗлхи лайӑх, шухӑшӗ вулакансене хускатать т. ыт. те. Чылай вӑхӑт иртсен, тытан та юратнӑ авторӑн ҫӗнӗ кӗнекине — шалт тӗлӗнсе каян: «сӳннӗ» те ларнӑ пирӗн «ҫут ҫӑлтӑр»: сӑнарсем шупка ун, чӗлхи вырӑсларан куҫарнӑ евӗр; нимӗн те ҫӗнни ҫук произведенире.
Ун пекех пулмасан та, ҫавӑн евӗрлӗ пулса тухнӑ Юман Мӗтрийӗпе те. Нумай ҫул хушши ҫынна тӑлласа лартнӑ пек усрани, пӗрмай вӑрҫни, ҫирӗм-вӑтӑр ҫул тӑван чӗлхерен, тӑван халӑхран уйрӑм пурӑнни Юман чунне сисӗнмеллех амантса хӑварнӑ. Малтан ҫырнӑ чӑвашла кӗнекисемпе (тӗслӗхшӗн, «1905 ҫул» ятлӑ монографипе) каярахпа ҫырнӑ произведенийӗсене танлаштарса пӑхар-ха, мӗнле пысӑк уйрӑмлӑх вӗсен хушшинче! Малтанхисене писатель ним хӑрамасӑр, чунне йӳле ярсе тенӗ майлӑ, пулас вулаканӗсене курса тӑнӑ пек хӑпартланса ҫырнӑ. Пӑртак вуласанах автор нумай пӗлекен ҫын пулнине, ун чунӗнче вӑй выляса тӑнине, вӑл «чӑн чӑваш» иккенне туйса илетӗн. Сӑмахсене Юман, тырӑ акмӑ тухнӑ ҫӗрӗҫлекен вӑрлӑхне кунтӑкран ывӑҫла-ывӑҫла илсе, ана ҫине сапнӑ пек, ирӗккӗн сапалать. Ҫӗрӗҫлекен кӗркунне тулӑх тырпул пуҫтарса кӗртме ӗмӗтленсе акнӑ. Юман писатель те хӑйӗн вӗри сӑмахӗ сая каймасса шанса ҫырнӑ.
Кайранхи повеҫӗ-калавӗсенче автор кӑмӑлӗ сивӗннине, ун ҫунатти вӑйсӑрланиине туятӑн. Шухӑшӗ вулакансем патне ҫитессе ӗненменнипе сӑмахсене хӑшӗ лекнӗ ҫавна ҫыра-ҫыра хунӑ вӑл. Вырӑсла сӑмах ҫаврӑнӑҫӗсене те тиркесе тӑман Юман. Вулакан ӑна халь эпӗр пичетленӗ повеҫре те асӑрхӗ. Сӑнарсене манмалла мар ӳкернипе ҫеҫ, писатель ҫырса кӑтартнӑ пурнӑҫ эпӗр ҫырма хӑнӑхнинчен пачах уйрӑлса тӑнипе кӑна Юман М. аллине куратӑн.
Кирек мӗнле пулсан та, савӑнатӑп эпӗ хамӑрӑн ҫамрӑк вулакансемшӗн: Юман М. вӗсемшӗн ҫӗнӗ ят, ҫӗнӗ «сывлӑш».